Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи вăйпа çеç йывăрлăхсене çĕнтерме пулать

Тунтикун, июнĕн 8-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта çавăн пекех Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова хутшăнчĕç.

Иртнĕ эрне ыттисенчен уйрăмрах пулчĕ. Шăматкун православи тĕнне ĕненекенсем çветтуй Троица умĕнхи вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли куна паллă турĕç. Кăçал коронавируса пула тахçантанпах пыракан йăлана улăштарма тиврĕ - халăх масар çине каймарĕ. Çавăн пекех чиркỹсенче те пиртен уйрăлнă çывăх çыннăмăрсене асăнтарма онлайн мелĕпе ытларах йышăннă. Кĕлĕ çуртне пыракансем пурте çирĕп йĕркене пăхăннă: маскăпа тата перчеткепе кĕнĕ, дезинфекцилекен хатĕрсемпе усă курнă. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин çак информацисене пĕлтернĕ май мобильлĕ ушкăн та полицисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, депутатсемпе пĕр тан канмалли куна пăхмасăрах ĕçленине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пушар тесе суя шăнкăрав пулнине, тĕрĕс мар информаци çитерекенпе тивĕçлĕ йышăнусем тăвассине каларĕ.

Районта COVID-19 чирпе чирлекенсен шучĕ чакса пырать. Коронавируса тупса палăртас тĕллевпе 1500 çынран анализ илнĕ. Шăпах çапла туни вируса вăхăтра тупса палăртса хирĕç кĕрешме пулăшать те ĕнтĕ. Кашнийĕн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмаллине, пĕрлехи вăйпа çеç амака çĕнтерме пултарнине тепĕр хут аса илтерчĕ районти тĕп больницăн врачĕ Николай Тинюков.

Лавккасенче дезинфекцилекен шĕвексем пулмалла, вĕсене пысăк савăтран янă пулсан юнашар çак хатĕр пирки çырса кăтартнин копийĕ тăмалла. Пĕрлех суту-илỹ çуртне маскăсăр пыракансене пĕр хут усă курмалли маскăпа тата перчетке вырăнне целлофан çатăркапа тивĕçтермелле.

- Çирĕп йĕркене пăхăнмасан эпир пандемирен тухмалли тапхăрсем урлă каçаймастпăр, - терĕ Оксана Такмакова.

Канашлура районта тĕрлĕ программăна хутшăнса тăвакан строительство ĕçĕсем еплерех пынипе те паллаштарчĕç. Клубсене çĕнетессипе, модернизацилессипе пикенсех вăй хураççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче "Точка роста" кабинетсем уçма палăртнă, çавна май çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасем тата тарăнрах пĕлỹ илме пултарĕç.

Ял хуçалăх ыйтăвĕ те канашлура айккинче юлмарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем патшалăх паракан грантсене илессишĕн конкурса документсем тăратнине каларĕ. Çывăх вăхăтра уй-хир тĕрĕслевне ирттерессине те асăнчĕ. Акнă-лартнă культурăсене хурт-кăпшанкăран тата чир-чĕртен хими препарачĕсем сапма тухнине палăртрĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



09 июня 2020
08:51
Хроника
Поделиться