Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял çыннине пăшăрхантаракан ыйту нумай

 Июнĕн 2-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республика çыннисемпе "тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Хальхинче "АгроСехет" эфира Патăрьел районĕнчен тухрĕ. Программăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ

 Ирхи 6 сехет çурăран пуçласа 7 сехет çурăччен тăсăлнă калаçура республикăри ял территорийĕсен тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене патшалăх паракан пулăшу тата вĕсен малашлăхĕ, кооперативсене вăй илме сĕнекен грантсен усă курмалли тапхăрĕ пирки сỹтсе яврĕç. Çавăн пекех халăха хумхантаракан сĕт хакĕ, туяннă техникăшăн тивĕçекен субсиди, агростраховани, ялсенче электрокĕтỹçсене пурнăçа кĕртесси, çул-йĕр, клубсем тăвасси тата ытти ыйтусене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Эфира тухакансем пĕвесенче пулă ĕрчетме пĕчĕк пулăсем тата кайăк-кĕшĕкĕн инкубаци çăмартисене ăçтан туянмалли пирки те интересленчĕç.

 Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çулсеренех йĕркелекен Уй кунне ирттересси те айккинче юлмарĕ. Шăпах çак мероприятинче агропромышленность комплексĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пур.

Сергей Артамонов министр республикăра çĕр ĕçченне палăк лартассипе, АПК ветеранĕсемпе пĕрле ĕçлессипе, ял хуçалăх отраслĕнче волонтер куçăмĕпе усă курассипе, ял хуçалăх отрасльне COVID-19 пандеми мĕнле витĕм кỹнипе, çĕрпе тухăçлă усă курассипе, ял ипотекипе, пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те хуравларĕ.

Районта пурăнакансем те хăйсен пăшăрханăвĕсемпе çыхăнăва тухрĕç. Алманчăсене, акă, ял клубне тата вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка юсасси интереслентерчĕ. Шăнкăртамра тата Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакансем - çул-йĕр, Кивĕ Ахпỹртсем кỹлле тирпейлес ыйтăва çĕклерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те тĕплĕ хуравсем пачĕ.

Пĕр сехете тăсăлнă "тỹрĕ линире" министр 62 ыйтăва хуравларĕ. "АгроСехет" вĕçленнĕ май Сергей Артамоновпа Рудольф Селиванов программăна хутшăнакансене тав турĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



05 июня 2020
10:38
2020 год
Поделиться