Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вилнĕ тăванăмăрсене килтех асăнар!

Коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханса кăçал тĕн йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене те тỹрлетỹсем кĕртме тиврĕ. Маларах православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявне, мăсăльмансем Курбан-Байрама килте кĕл тусах ирттерчĕç. Вирус чирĕ лăпланманран Çветтуй Троица уявĕ умĕн, июнĕн 6-мĕшĕнче, вилнисене асăнмалли кунта та масарсемпе кĕлĕ çурчĕсене вăхăтлăх çỹреме юраман йĕркене пăхăнма тивет. Çавăнпа та пурин те пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене асăнмалли йăла-йĕркене килте çеç ирттермелле. Ку тĕлĕшпе районта çирĕп йĕрке, тĕрĕслев пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА

 Николай Марков протоиерей, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ,Тури Туçари Çветтуй Троица храм настоятелĕ:

- Асăрханакана Турă та асăрхать, теççĕ. Çавăнпа та паян пурин те хамăра тытма, тимлĕ пулма пĕлмелле. Çак эрнере çынсем чылайăшĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса пĕрерĕн е икшерĕн масар çине кайса вил тăприсене тирпейлерĕç, чечексем акрĕç-лартрĕç, çав вăхăтрах вилнисене асăнса та килчĕç. Çакăн пек тума ĕлкĕрейменнисен вара çемьепе пуçтарăнса килте çеç çимĕçпе асăнса çимелле, икерчĕ пĕçермелле, çурта çутмалла, вилнисен канлĕхĕшĕн кĕлĕ вуламалла. Ку вил тăпри патне кайнипех танлашать. Шăматкун вара çынсем пысăк ушкăнпа хутшăнасран полици сотрудникĕсем сыхласах тăрĕç. Çавăнпа та никамăн та кăмăла пăсас мар тесен коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче йышăннă йĕркене пăхăнмаллах.

Зуфар Камалетдинов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ:

- Коронавирус чирĕ çĕршыва нумай инкек илсе килчĕ. Усал амак çынсен сывлăхĕпе, пурнăçĕпе çыхăннăран çĕршыв, республика шайĕнче вăхăтлăх çирĕп йышăнусем тума тиврĕ. Вăл шута çын йышлă пуçтарăнакан кĕлĕ çурчĕсемпе масарсене кайма тăхтаса тăмалли йĕрке те кĕрет. Çавăнпа та ыран православи тĕнне пăхăнса пурăнакансен масар çине кайма юрамасть, асăнмалли йăла-йĕркене килте çеç пурнăçлама тивет. Ытти чухне те çынсен маска режимне пăхăнмалли, дистанцие шута илмелли пирки манмалла мар.

Авангард



05 июня 2020
10:41
Публикации
Поделиться