Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулла та пушар хăрушлăхĕ пысăк

  РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи пилĕк уйăхра районта вут-кăварпа çыхăннă 27 тĕслĕхе (иртнĕ çул 24 пулнă) шута илнĕ. Пушарсем ытларах килти хуçалăхран тухнă. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан "01" служба сотрудникĕсем Шăнкăртамра пилĕк уйăхра пилĕк хутчен вут-çулăма парăнтарнă. Туçа, Пикшик, Патăрьел ял тăрăхĕсенче - виçшер пушар. Инкексен пысăк пайĕ - вутпа асăрханусăр пулни. Мунча хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă çичĕ инкек. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, автотранспортпа çыхăннă пушарсем те икĕ хут ытла ỹснĕ: пĕлтĕр 2, кăçал 5 тĕслĕх.

Умра - хаваслă çуллахи каникул. Ялсене хуласенчен те канма, пурăнма чылай ача-пăча килет. Çакна шута илсе кашни çемьерех çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç пăрахса хăвармалла мар.

Авангард



05 июня 2020
10:35
2020 год
Поделиться