Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чир ан сарăлтăр тесен йĕркене пăхăнмаллах

 Июнĕн 3-мĕшĕнче Патăрьелĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулчĕ. Вăл район территорийĕнче коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тата унтан сыхланас тĕллевпе канашлу ирттерчĕ. Мероприятие хутшăнакансене кĕскен республикăри пандеми лару-тăрăвĕпе, унăн çулне пỹлессипе йĕркеленĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра пысăк йышпа пухăнса тĕрлĕ уяв - туйсем, юбилейсем, ăсату каçĕсем, пумилккесем - ирттерме юраманнине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварчĕ.

Усалăн ури саккăр, теççĕ. Çакна COVID-19 чир тепĕр хут ĕнентерчĕ. Амак тĕнчипех сарăлчĕ тесен те йăнăш мар. Республика, район шайĕнче тивĕçлĕ йышăнусем туни çеç вăй илсе кайма памасть. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мобильлĕ ушкăнсем 10 сехетрен пуçласа 17 сехетчен суту-илỹ точкисене, парикмахерскисене, çавăн пекех коронавирусăн çăмăл формипе чирлекенсем, ют регионсенчен килнисем самоизоляцие епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. 17 сехетрен пуçласа 22 сехетчен яваплăх ял тăрăх пуçлăхĕсем ертсе пыракан ушкăна куçать.

Православи тĕнне ĕненекенсем ку шăматкун, июнĕн 6-мĕшĕнче, Троица умĕнхи вилнĕ тăванăмăрсене асăнаççĕ. Шăпах çак кун масар çине каясси йăлара. Çын нумай пухăнакан вырăнта чир сарăласси уйрăмах пысăккине шута илсе районта черетлĕ йышăнусем тунине пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Çак кун çăвасене питĕрме, умĕнче ятарлă ушкăн тăратма палăртнă, мобильлĕ ушкăнсем те ялсем тăрăх çỹреççĕ. Кайма юраманни пирки пĕлтерỹсем çакнă, "Авангард" хаçатра та, социаллă сетьсем урлă та пĕлтернĕ. Çавăн пекех Рудольф Васильевич чире хирĕç кĕрешессипе шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕпе, тĕп больницăпа тата Ропотребнадзорпа пĕр çыхăнура вăй хунине те каларĕ.

 Коронавируса çул парас мар тесе чарăну вырăнĕсене, парксенчи саксене, пĕрлех автобуссене, çын сывлăхĕшĕн сиенсĕр хими препарачĕпе сирпĕтеççĕ. Дезинфекцилемелли хатĕрсем çителĕклĕ.

Канашлура волонтерсем хастар ĕçленине, аслă çултисем патне эмел, апат-çимĕç вăхăтра çитерме тăрăшнине, уйрăмах Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пыракан ушкăна, палăртса хăварчĕç.

Чир шỹте ăнланмасть, темшĕн çакна нумайăшĕ шута илмеççĕ. Самозоляцинче ларакансем хушшинче йĕркене пăсакансем те тупăнаççĕ. Геолокаци кăтартăвĕсем тăрăх, районти 102 çын режима пăхăнман. Ун пеккисене пуçран шăлмаççĕ, судпах айăплама та пултараççĕ.

 Районта пандеми вăхăтĕнчи суту-илỹ точкисенче йĕркене мĕнле пăхăннине те тĕрĕслерĕç. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Такмакова, районти тĕп больницăн тухтăрĕ Николай Тинюков тата ыттисем те Патăрьелĕнчи "Пятерочка" тата "Сахарок" лавккасене çитсе курчĕç.

Канашлăва Патăрьел район прокурорĕ Николай Осипов, шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн обществăлла йĕркен сыхлав пайĕн начальникĕн çумĕ Зофэр Камалетдинов, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов та хутшăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



05 июня 2020
10:43
Публикации
Поделиться