Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăваплă ĕç çĕре ỹкмест

Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕ Шăнкăртам тата Кзыл Камыш ялĕсенче пурăнакан 65 çултан иртнĕ çынсене, тăлăх, сусăр ачасене апат-çимĕç парассине йĕркелерĕ.

- Хĕвел ансан кĕл тунă хыççăн çимелли ыр кăмăллăх апат-çимĕçе çакнашкал çитĕнекен ăру валли эпир çулленех салататпăр. Кăçалхи самоизоляци вăхăтĕнче çынсем ытларах килте пулаççĕ, урама питех тухса çỹремеççĕ. Ырă туни вырăнлах пулĕ тетпĕр,- каласа парать республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов.

Рамадан уйăхĕ çулталăкра пĕрре килет. Ыркăмăллăх кỹрессине шăпах çав вăхăтра йĕркелеме тăрăшаççĕ. Унăн фондне çак ялсенче пурăнакансемех хываççĕ. Уяв савăнăçне пайланипе танлашать çакă. Социаллă пĕлтерĕшĕ те пысăк.

Ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ. Вăл темиçе хут каялла таврăнасса шанаççĕ. Çавăнпа акцие те шăпах уяв вăхăтĕнче ирттереççĕ.

Апат-çимĕç тĕркемне çăнăх, кĕрпесем, сахăр, чей, пылак япаласем тата ыттисене те хунă. Кашнийĕшĕ 1500 тенкĕлĕх. Вĕсене волонтерсем валеçеççĕ. Муфтият ĕçченĕсем пулăшу ĕçне явăçакансене маскăсемпе, перчеткесемпе, антисептиксемпе тивĕçтереççĕ, инструктаж параççĕ.

Хамăр корр

Авангард



29 мая 2020
14:02
2020 год
Поделиться