Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăтлă клубра ĕçлеме те кăмăллă пулĕ

Çанталăк ăшăтсанах строительство ĕçĕсем пикенеççĕ. Шăнкăртамри "Халăх туслăхĕ" çамрăксен паркĕнче юсав вĕçленнĕ тесен те юрать. Ăна "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проектне хутшăнса "Хальхи хула хăтлăхĕ" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн тирпейленĕ. Территорие юсама 2 млн тенке яхăн - федераци бюджетĕнчен - 1,9 млн тенкĕ, республикăннинчен- 13,5 пин тенкĕ, вырăнтинчен 5,8 пин тенкĕ - уйăрнă. Хальхи вăхăта тротуар сарса пĕтернĕ, çутă кĕртнĕ.

 2017 çултан пуçласа 2019 çулччен район территорийĕнче 8 проекта - Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра тата Хирти Пикшикре - ĕçе кĕртнĕ.

 Кăçал виçĕ ялти клуба çĕнетме, Именкассинчи, Тикешри, Красномайскинчи культура çурчĕсенче сĕтел-пукан, сцена валли тум туянма палăртнă.

 Кĕçĕн Арапуçĕнчи тата Кивĕ Катекри клубсене Республика Пуçлăхĕн культура сферинчи муниципалитет учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмелли 118-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Икĕ объекта юсама, сĕтел-пукан тата сцена валли тум туянма 9 млн тенке яхăн уйăрнă, вăл шутран республика хыснинчен - 8,2 млн тенкĕ.

Юлашки виçĕ çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче виçĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Çавăн пекех кивелнисене çĕнетессипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Хăтлă та ăшă, тирпейлĕ клубсенче ĕçлеме кăна мар, халăхпа пухăнса савăнма, тĕрлĕ мероприяти ирттерме те кăмăллă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов строительство ĕçĕсемпе паллашнă май вăй хуракансене юсава пахалăхлă ирттерме тата палăртнă вăхăта ĕлкĕрт- ме каланă.

(Хамăр корр.).

Авангард