Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çураки - пĕр поэма

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» обществăра çĕр улми лартаççĕ. Кăçал ăна 177 гектар çинче çитĕнтермелле.

- Куллен 15-16 гектара варăнтаратпăр, - терĕ общество директорĕ Петр Ялуков. -Çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 100 га ытла лартрăмăр. Çумăр чăрмантармасан çак кунсенче ĕçе вĕçлетпĕр. Чăн та, вăл куллен тенĕ пек çунăшăн савăнтăмăр кăна. Акатпăр -шăтма нÿрĕк парать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене варăнтарса хăвартăмăр. Вĕсемшĕн кăна мар, «иккĕмĕш çăкăршăн» та лайăх. Çу уйăхĕн иккĕмĕш çурри тĕлне кăна тăпра ăшăнса çитрĕ, халĕ унта çĕр улми вăрлăхне кирлĕ температура. Иртнĕ çулсенче сивĕ тăпрана варăнтарса вырттарни, çумăр çуманран вăл шăтайманни пĕрре çеç мар пулнă. Кăçал пач урăхла, кун пек çул сайра килет.

Çĕр улми лартма Юрий Арланов, Владимир Ялуков, Николай Горбунов, Алексей Антонов механизаторсем, Сергей Поляков, Владимир Кудряшов хутшăнаççĕ. Общество администрацийĕ çуракинче ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен апатлантарать.

- «Хыпар» хаçатăн иртнĕ номерĕпе паллашса Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕн Алексей Ершовăн акара чунĕ юрланине пĕлсе савăнтăм, - терĕ Петр Валерьевич. - Чăн та, кăçал çурхи кунсем тĕлĕнмелле илемлĕ. Тавралăха çаврăнса пăхатăн та çут тĕнче чĕрĕлнине куратăн. Куç умĕнче — ем-ешĕл кĕрхи тĕш тырă /çурхисем те симĕсленеççĕ!/, кăн-кăвак тÿпе, çан-çурăма ăшăтакан хĕвел… Хирте -техника кĕрлевĕ, ĕçлекенсен çирĕп сасси, тÿпере — кăнтăралла çул тытакан хур кайăксем… Пурте чуна çывăх, савăнтарать. Кашни çураки маншăн - пĕр поэма. Унта сюжет аталанни те, конфликт та, кульминаци те. Унта - коллектив тар юхтарса ĕçлени, чăрмавсене сирсе пыни, тавлашу-хирĕçÿ, килĕшÿ, юратупа туслăх…

Хыпар



27 мая 2020
11:27
Хроника
Поделиться