Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хуçалăхне аталанма пулăшу пулать

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин агропромышленность комплексне тата апат-çимĕç промышленноçне коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче пулăшу парассипе канашлу ирттернĕ.

Онлайн-тĕл пулăва РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев, отрасль организацийĕн представителĕсем, компани ертỹçисем тата ыттисем те хутшăннă. Президент мероприятие уçнă май ĕне-выльăх какайне, сĕт туса илессине ỹстермел- ли, Раççейре конкурентлăха вăйлатмалли пирки каланă. Канашлура ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсене памалли çăмăллатнă кредитсем пирки те сỹтсе явнă. Çавăн пекех пĕчĕк хуçалăхсем туса илекен таварсене сутассине те пăхса тухнă. Владимир Путин РФ суту-илỹ министерствине тата ял хуçалăх министерствине ку ыйтупа хушма йышăнусем тумаллине палăртнă.

Фермерсене электроэнергишĕн тỹлемелли хак пысăкки те пăшăрхантарать. Владимир Путин ку ыйтăва правительствăра пăхса тухма сĕнессине каланă.

Ял хуçалăхне техникăсăр аталанма йывăр. Çакна шута илсе 2020 çулта ял хуçалăх техникине туянма субсидие 4,5 млрд ỹстер- ме, 18,5 млрд тенке çитерме йышăннă. Çавăн пекех Росагролизинга 6 млрд тенкĕ тата уйăрма пăхса хăварнă. Çакă Раççейри аграрине тата 1,5 пин техникăпа пуянлатма май парать.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май РФ Президенчĕ В. Путин агропромышленность комплексне аталантарма уйăракан укçана аграрисем патне вăхăтра тата васкавлă çитерме хушнă.

Шухăш

Виктор Львов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

- Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче агропромышленность комплексĕсене те çăмăлах мар. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакăн пек кăткăс лару-тăрура ял хуçалăхне аталантарма, пулăшма тивĕçлĕ йышăнусем туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх техникине туяннăшăн паракан субсиди тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене, комбайнсене çĕнетме май парать. Иртнĕ çул районти 17 ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕ, 13 уйрăм çын 29 тракторпа пĕр комбайн илсе килчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа тата 30 ытла техника хутшăнчĕ. Вăл шута 2 "уй-хир карапĕ" тата 14 "хурçă ут" кĕреççĕ. Çитес вăхăтра парксем тата та пуянланĕç.

Авангард



26 мая 2020
10:14
2020 год
Поделиться