Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç ушкăнĕсем - профилактика çул çỹревĕнче

Çу уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те коронавирус чирĕ асăрханулăха сирме памасть-ха. Ĕнерхи кун тĕлте районта COVID-2019 чирпе аптранисем 19 ялта (Патăрьел, Кĕçĕн Патăрьел, Шăнкăртам, Туçа, Кивĕ Катек, Сăкăт, Татмăш, Кивĕ Ахпỹрт, Ишек, Кĕçĕн Арапуç, Ыхра Çырми, Первомайски, Ульяновка, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тутар Сăкăт, Вăтаел, Анат Туçа, Тутар Тимеш) 72 çын. Вĕсенчен улттăшĕ районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче, иккĕшĕ Шупашкарти "БСМП" больницинче сипленеççĕ, 64-шĕ (çăмăлтарах чирлисем) врач сăнаса тăнипе килте сипев илеççĕ, 45-шĕ сывалнă. Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ кунсерен сарăлса пыни пăшăрхантарать çеç мар, ку ыйту пирĕн районта çивĕчленсе пынине те кăтартать. Çавăнпа та кашни гражданин амакран сыхланас тĕллевпе яваплăха, сыхлăха тата ытларах ỹстермелле.

Коронавирус пандемийĕпе çыхăннă ĕç-пуçа кирлĕ пек йĕркелес, çак тĕлĕшпе çынсем хушшинче профилактика тăвас, ăнлантарас, çав вăхăтрах Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çынсем йышлă пулакан вырăнсенче, суту-илỹре, обществăлла транспортсенче карантин йĕркине пăхăнса çынсем маска тăхăнса çỹренине тĕрĕслес тĕллевпе районта тăтăшах район администрацийĕн, полици сорудникĕсем тата ытти яваплă органсем мобильлĕ ушкăнпа рейда тухаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Патăрьел, Сăкăт, Шăнкăртам, Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн тата ытти ял тăрăхĕсенче пулнă, сомоизоляцинче ларакан граждансем парикмахерскисенче, аптекăсенче, суту-илỹ магазинĕсенче, обществăлла транспортсенче маска режимне тата социаллă дистанцие пăхăннине тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсакансен ячĕпе протоколсем çырнă. Карантин вăхăтĕнче кун пек рейдсем малашне те пулĕç. Районта пурăнакан граждансен тĕп тĕллевĕ коронавирус инфекцийĕ сарăласран çирĕплетнĕ йĕркесене малашне те çирĕп пăхăнасси пулмалла.

 А. НИКОЛАЕВА

Авангард



26 мая 2020
10:23
Публикации
Поделиться