Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Самоизоляцине çул çитменнисен те пăхăнмалла

 КОРОНАВИРУС инфекцийĕ районта малалла сарăласран аслисен, ваттисен çеç мар, çул çитмен ачасен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Çак чире тупса палăртнисем хушшинче ачасем те пулни пушшех пăшăрхантарать. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алена Каргина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енте сомоизоляци режимне пăхăнман ачасене полици уйрăмне учета илме пултараççĕ. Çавăнпа та çанталăк ăшăтса пынине пăхмасăрах шкул ачисен килте пулмалли йĕркене пăхăнмах тивет. Коронавирус сарăлнипе çыхăннă хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисене РФ КоАПăн 20.6.1 статйипе килĕшỹллĕн 1 - 30 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.

Авангард



26 мая 2020
10:13
Публикации
Поделиться