Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шанчăклă хỹтĕленни коронавируса çĕнтерме пулăшĕ

КОРОНАВИРУС пандемийĕ хальлĕхе лăпланса пурăнма май памасть-ха. Юлашки кунсенче Мускавра амак чакма пикеннине калаççĕ пулин те, республикăра, районта çак ыйту çав-çавах çивĕч. Пирĕн районта майăн 21-мĕшĕ тĕлне 1131 çын тĕрĕслев витĕр тухнă, чирлисем 57, изоляцинче 218, сывалнисем 44. Çавăнпа малашне те кашни çыннăн усал вирусран хỹтĕленсе санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнма тивет. Çакна та манса каймалла мар: çынсен обществăлла транспортсенче, таксисенче, магазинсенче, çын йышлă çỹрекен вырăнсенче маска тата перчетке тăхăнмалла. Ют регионтан килекенсен икĕ эрне ниçта тухмасăр килте, самоизоляцинче лармалли йĕрке те çирĕп. Çакна ял тăрăхĕсенче сăнасах, тĕрĕслесех тăраççĕ. Коронавирус чирĕ сарăласран сыхланмалли административлă йĕркене пăсакансене 1 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Ку тĕлĕшпе районта кашни кунах йĕрке хуралçисемпе ятарлă ĕç ушкăнĕсем тĕрĕслеве тухса çỹреççĕ.

Авангард



22 мая 2020
11:25
Публикации
Поделиться