Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Кăвак çулăм" инкек сăлтавĕ ан пултăр

ХАЛЬХИ вăхăтра районти организаци-предприятинче кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли сезон вĕçленчĕ. Пур çĕрте те газпа ăшăтмалли кăмакасене сỹнтернĕ, пломба лартнă. Уйрăм çуртпа патшалăх хваттерĕсенче харпăр-хăйсем "кăвак çулăмпа" ăшăнакансем те чылайăшĕ кăçалхи сезона вĕçлерĕç темелле. Çапах та газ енĕпе тимлекен районти аварипе диспетчер участокĕнче ĕçлекенсем унпа усă курнă чухне тимлĕхе çухатма кирлĕ маррине тепĕр хут аса илтереççĕ. Уйрăмах коронавирус чирĕ сарăлнă вăхăтра самоизоляцинче ларакансен йĕркене çирĕп пăхăнмалла, пăрăхпа килекен газ кранне хупма манса каймалла мар. Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн апат пĕçерме шанни те хăрушлăхпах çыхăннă. Вĕсем ăна уçса хăварма та, сỹнтермессе те пултараççĕ. Енчен те пỹлĕмре газ шăрши сарăлнине туйсанах "04", "104" тата "112" номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Сирĕн пата газ участокĕнчи специалистсем вăхăтра çитни хăрушлăха сирме пулăшĕ.

Авангард



22 мая 2020
11:32
Хроника
Поделиться