Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

 Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акасси вĕçленсе пырать. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне 12350 гектар (95 процент) никĕсе хывнă: тулă - 5170 гектар, урпа- 5825, сĕлĕ - 1020, пăрçа йышшисем 335 гектар йышăнаççĕ.

"Красное Знамя", "Батыревский", "Исток" хуçалăхсенче, Е. Мартышкин, Л. Краснова, Ф. Чабатов, Т. Павлова, Н. Шрша, П. Егоров, В. Барышников, В. Кутузов фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми лартаççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" ĕнерхи куна 420 гектар е палăртнă лаптăкăн 41 процентне йышăнать.

 Сухан вăрлăхне - 383, пахча çимĕç 85 гектар акнă.

 Выльăхсене валли апат хатĕрлеме куккурус 150 гектар никĕсе хывнă.

Хĕвел çаврăнăш вăрлăхне тăпрана 160 гектар хывнă.

Кĕрхи çĕртмене 14740 гектар сỹреленĕ, культиваци тунă.

Авангард



19 мая 2020
11:21
Хроника
Поделиться