Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тивĕçлĕ наградăсем илнĕ

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче çулсеренех спорт каçалăкĕнче пысăк çитĕнỹ тунă ятсем хушăнсах пыраççĕ. Халĕ, акă, тепĕр савăнăçа вулаканăмăрпа пайлама сăлтав пулчĕ. Раççей спорт министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ спортсменкăна, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн армрестлинг уйрăмĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникне, полици лейтенантне- Эльмира Алеевăна -"Раççей спорт мастерĕ" ята панă. Вăл икĕ хутчен çамрăксем хушшинче тĕнче чемпионки пулнă, армрестлинг енĕпе Европа, Раççей, республика шайĕнче пĕрре мар палăрнă. Çак пысăк çитĕнỹре Ильфак Алеев тренер-преподавательпе Ильдар Камалетдинов физкультура учителĕн тивлечĕсем те пур.

Çак кунсенчех Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Наталия Шайманова та йывăр атлетика енĕпе "Тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ" ята тивĕçнĕ. Вăл та "Паттăр" ФСК выпускникĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти кооператив институчĕн студентки.

Авангард



19 мая 2020
13:20
Хроника
Поделиться