Патăрьел районĕ - лауреат, "Паттăр" ФСК - çĕнтерỹçĕ
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ республикăри конкурссене хутшăнса пĕр хутчен çеç мар кăтартуллисен йышĕнче пулнă. Çак кунсенче района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Республикăри спорт министерствин Сывлăх тата спорт кунĕсен 2019 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе "Чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх" номинацире Патăрьел районĕ лауреат ятне, "Чи лайăх спорт сооруженийĕ" ятпа "Паттăр" ФСК пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, районта пурăнакансен 46 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарать. Вĕсенчен чылайăшĕ шăпах район центрĕнче вырнаçнă спорт комплексне сывлăхне çирĕплетме çỹрет. Вăл шутра ачасем те, çамрăксем те, аслă çулхи çынсем те пур.
Авангард