Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ Ахпỹртре кĕпере, Кивĕ Катекре клуба юсаççĕ

 ÇАК кунсенче Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи ялсенче - Çĕнĕ Ахпỹртпе Кивĕ Катекре - строительсен ĕç шавĕ пуçланчĕ темелле. Пуçару бюджечĕпе Çĕнĕ Ахпỹртре Шăхаль юхан шывĕ урлă каçакан кĕпере юсама пикеннĕ. Çак яваплăха Евгений Ершов предприниматель хăй çине илнĕ.

Иртнĕ эрнерех Кивĕ Катекри культура "вучахне" юсама пикеннĕ. Çывăх вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпрен çĕнелнĕ тепĕр клуб ял халăхĕшĕн пысăк парне пулĕ. "Энергогарант" строительство фирми пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вĕсен ĕçĕ проектпа 4 787 234 тенке ларать. Унсăр пуçне 372 пин тенки клуба çĕнĕ оборудовани туянма кайĕ.

Авангард



19 мая 2020
13:19
Хроника
Поделиться