Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăтлă хваттершĕн савăнмалăх пур

 Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене патшалăх хăйĕн хỹттине илнĕрен пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерет. Çак кунсенче Сергей Зорин тăлăх та çурт-йĕрлĕ пулнă. Ăна саккунпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче хваттер панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов хваттер уççине панă май çамрăка малашлăхри пурнăçĕнче ăнăçу суннă.

 Çакна та палăртса хăвармалла: 2020 çулта федераци тата республика бюджетĕнчен 6 тăлăх валли пурăнмалли вырăн туянма 6 млн тенке яхăн уйăрнă. Вĕсем пурте патшалăх пулăшăвне илнĕ. Районĕпе хальхи вăхăта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 24 ача çурт-йĕр черетĕнче тăрать.

 (Хамăр корр.)

Авангард



19 мая 2020
13:21
Хроника
Поделиться