Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хоккей коробки тума - грант

Ачасем хушшинче хоккей вăййине аталантарас тĕлĕшпе йĕркелекен "Ырă пăр" программăн проектсен конкурсĕ ĕçсене вĕçленĕ. Эксперт канашĕн ларăвĕнче çĕршыври 14 регионти 25 проекта ырланă.

Грант пулăшăвĕпе малашлăхра 12 çĕнĕ хоккей коробки çĕкленĕ. Вăл шутра - Сăкăтри вăтам шкулта та. Пирĕн район çакнашкал тупăшăва пĕрремĕш хут çеç хутшăнмасть. Пĕлтĕр Тимченко фончĕн пулăшăвне Первомайскинчи вăтам шкул тивĕçрĕ.

 "Пирĕн картишĕнчи команда" проектпа килĕшỹллĕн 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх хоккей коробки хута янă. Вăл шутран 1 миллион та 246 пин тенки Тимченко фондĕнчен кĕнĕ.

 2020 çулхи январь уйăхĕнче "Аттене, аннене тата хоккея юрататăп" çемье уявĕпе килĕшỹллĕн ыр кăмăллăх фончĕ Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне юр тасатмалли машина туянма грант уйăрчĕ. Тренажерсем валли 200 пин тенкĕ ытлалăх сертификат панă. Сăкăтсене вара хоккей тумĕ илме 500 пин тенкĕ ытлалăх сертификат тивĕçнĕ.

Район халăхĕ хоккейла выляма килĕштерет. Ун валли пирĕн 8 хоккей коробки пур.

А. ИВАНОВА

Авангард



19 мая 2020
13:22
Хроника,
Хроника,
Хроника
Поделиться