Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисепе тивĕçнĕ агроном

Вăрлăх пахалăхĕнчен тухăç нумай килет. Çакна Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан А. Илюткина питĕ лайăх пĕлет. Патăрьелĕнчи вăрлăх инспекцийĕн (халĕ "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕ) начальникĕнче вăй хунă чухне кĕркунне кĕлет пỹлмисем тулччăр тесен яланах пахалăхлă вăрлăхпа усă курмалли, ăна çĕнетсе тăмалли пирки калатчĕ. Кондициллĕ маррисемпе тата начар репродукциллисемпе усă куракан ял хуçалăх предприятийĕсене районта тухса тăракан "Авангард" хаçат урлă та, канашлусенче те асăрхаттаратчĕ, пĕрлех усăллă сĕнỹсем паратчĕ. Çулленех иртекен уй-хир тĕрĕслевĕнче те яланах хуçалăх ертỹçисемпе агрономсене пĕр-пĕрин лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене курма вĕрентетчĕ. Антонина Александровна паян тивĕçлĕ канура, апла пулин те канаш ыйтакансене яланах пулăшма тăрăшать.

А. Илюткина 1950 çулта Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă. 1968 çулта Патăрьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕ) агрономи факультетĕнче малалла ăс пухать. Алла диплом илнĕ хыççăн пĕр çул (1973 - 1974 çулсем) Псков облаçĕнчи Новоржевски районĕнчи "Путь Ильича" колхозра агрономра тăрăшать. Шăпа ăна каялла тăван тăрăха илсе çитерет. Антонина Александровна Патăрьелĕнчи патшалăх вăрлăх инспекцийĕнче агроном-инспектор пулса вăй хума пуçлать. Вăл вăхăтра кунта начальник пулса Е. Спинова ĕçленĕ. Кĕçĕн Патăрьел хĕрĕ Елена Петровнан пуян опытне алла илме, документсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме вĕреннĕ. Пĕрле хуçалăхсене çỹресе вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ.

1983 çулта А. Илюткина Патăрьелĕнчи патшалăх вăрлăх инспекцийĕн начальникĕн "лавне" кỹлĕнет.

- Антонина Александровна вăрлăх пахалăхĕ пирки çирĕп ыйтатчĕ. Колхоз агрономĕсен вăхăтра отчет туса памалла пулнă. Район кăтартăвĕсем пысăк пулччăр тесе тăрăшнă, - тет агрономра чылай çул вăй хунă Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ П. Самакин Антонина Александровнан ĕçне пахаласа. Сăмах май, А. Илюткина хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Агроном профессине А. Илюткина ăнсăртран суйласа илмен. Ашшĕ, Александр Ситов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, чылай çул Мичурин ячĕллĕ колхоза ертсе пынă. Шăпах вăл хĕрне тăван çĕре юратма вĕрентнĕ. Шăллĕ те, Николай Ситов, Вăрнарти совхоз-техникумра (халĕ ял хуçалăх техникумĕ) агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Антонина Александровнăпа мăшăрĕ тăватă ача çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Марина амăшĕ пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроном профессине алла илнĕ. Алина, Николайпа Володя И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.

А. Илюткина Патăрьелĕнчи патшалăх вăрлăх инпекцийĕнче 2006 çулчченех тăрăшнă. Паян та унăн ырă йăлине малалла тăсса вăрлăх пахалăхĕ пирки "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн ĕçченĕсем хаçат урлă пĕлтерсех тăраççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Авангард



15 мая 2020
10:34
2020 год
Поделиться