Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профилактика та пĕлтерĕшлĕ

"Таса та шурă шăлсем илемлĕн кулма май параççĕ. Çакăн пек чухне тепĕр çынпа калаçма та ырă. Сывă шăлсем этем организмĕшĕн те кăмăллă. Çăвар ăшчиккипе шăлсене таса тытни чылай чир-чĕртен асăрханма, сывлăха упрама пулăшать те.

Тепĕр чухне чĕре, пĕвер, апат хуранĕ ыратать, сывлама кансĕр тетпĕр. Çăвар ăшчиккине лекнĕ микробсем шăл туни çинчен пĕтĕмĕшле юн çаврăнăш системине хавшатма пултараççĕ.

Шăл кариесĕ те чĕрешĕн хăрушă. Микробсем карланкă парне шыçтарма пултараççĕ. Çакнашкаллисен ангина пулас хăрушлăх пур. Унтан ревматизм аталанасси инçе мар",- кашни шăл юсама пынă çынна тирпейлĕн ăнлантарать сиплеве пуçăниччен районти тĕп больницăри А. Сандыркина стоматолог.

Антонина Антоновна каланине вырăна хуракансем сахал мар. Вĕсем çулталăкне икшер хут врач патĕнче пулма тăрăшаççĕ. Тепĕр чухне сиплемеллиех те çук. Çавах профилактика кирлех.

Пĕлĕвĕ те, ĕç стажĕ те çителĕклех А. Сандыркинăн. Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Хусан патшалăх медицина институтне çул тытнă. Алла диплом илсен вара Шупашкарта икĕ çул пулнă. Унтан тăван ене таврăннă.

Паянхи кун шăл юсассине çемье династийĕн профессийĕ теме те пулать. Пĕр тăван Николай Антонович та алла стоматолог дипломнех илнĕ. Ăрăва малалла тăсакансем те сывлăх сыхлавĕнчех ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. Сандыркинсен ывăлĕ Шупашкарти васкавлă пулăшу медицина больницин рентгенологĕ, хĕрĕ вара И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетăн стоматологи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.

Ĕçри ăнăçулăх пĕрле ĕçлекенпе ăнланса вăй хунинчен те сахал мар килет. С. Забирова медицина сестри те сывлăх сыхлавне А. Сандыркинăпа  пĕрле килнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



08 мая 2020
11:06
Хроника
Поделиться