Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăйсем пирки шухăшламасăр

«Чун ыйтнипе суйланă професси питĕ килĕшет. Кирек епле лару-тăру пулсан та ăна-кăна уяса тăмастпăр. Çынна пулăшнă чухне хамăр пирки шухăшламастпăр», - калаçăва çапла пуçларĕ Патăрьел салинчи васкавлă медпулăшу подстанцийĕн тухтăрĕ Светлана Падуева.

Патăрьел больницин Аслă Арапуç филиалĕнче йĕркеленĕ бригада 4 фельдшерпа 2 водительрен тăрать. Бригадăрисем 12-шер сехет ĕçлеççĕ. Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсене çуреççĕ. «Бригадăрисем коронавирус инфекцийĕ ерессинчен сыхланмалли тумпа, сыхлав хатĕрĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем пирĕн çителĕклĕ. Саппас та пур. Илсе килнĕ чухне пациентсем çĕнĕ вируспа чирлине пĕлместпĕр-ха. Паллах, асăрхануллă пулма тăрăшатпăр. Подстанци кунне 50-60 шăнкăрав йышăнать. Коронавирус инфекцийĕ сарăличченхи тапхăрпа танлаштарсан, лару-тăру самай улшăнчĕ. Çынсем юн пусăмĕ пысăк чухне те, инфаркт, инсульт пулсан та, вар-хырăм чирĕсемпе аптăрасан та, ут температури хăпарсан та васкавлă пулăшу машинине чĕнеççĕ-çке. Ытларахăшне Патăрьел больницине илсе килетпĕр. Инфаркт, инсульт пулнисене Канашри чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен центрне çитеретпĕр. Вунă кунра пĕрре коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме анализ паратпăр. Пурте сывă пирĕн. Енчен те коронавирус пуррине çирĕплетнĕ пациента больницăна эпир илсе çитернĕ пулсан тепĕр кунхинех анализ паратпăр», - каласа кăтартрĕ Светлана Анатольевна. Вăл Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса уснĕ. Медицинăра 1998 çултанпа ĕçлет. Унччен Елчĕкри сиплев учрежденийĕнче вăй хунă, 2017 çулта вĕсене Патăрьелти васкавлă медпулăшу подстанцийĕпе пĕрлештернĕ.

«Васкавлă медпулăшу врачĕн, ытти тухтăрпа танлаштарсан, йăрăрах, çивĕчрех пулмалла. Кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса каймалла маар, йышăнусене хăвăрт тумалла. Ĕçе лайăх чухламалла. Ачасене те, хĕрарăмсене те, пĕр сăмахпа – пурне те, сиплеме пĕлмелле. Ĕçре пире подстанци заведующийĕ Мария Иванова нумай пулăшса-вĕрентсе пырать. Инструкцие пăхăнса ĕçлесен коронавирус ермест. Хăранипе нимĕн те улшăнмасть, çавăнпа хамăра лăпкă тытма тăрăшатпăр», - палăртрĕ Светлана Анатольевна. Медик каланă тăрăх, васкавлă медпулăшу машини чирлĕ çын патне 20 минутран кая юлмасăр çитет. Çул çинчи машинăсем ăна çул параççĕ, пăрăнса ирттереççĕ - ку йĕркене халĕ пурте хăнăхса çитнĕ. «Васкавлă медпулăшу машинисем çĕнĕ. Вĕсене çулсерен çĕнетсе тăраççĕ. Оборудовани те лайăх, мĕн кирли йăлтах пур», - хавхаланса калаçрĕ тухтăр.

Роза ВЛАСОВА

Хыпар



08 мая 2020
10:49
Хроника,
Публикации
Поделиться