Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5932 гектар акнă, унтан урпа - 3639 гектар, çурхи тулă - 1686, сĕлĕ 335 гектар йышăнать.

Сухан вăрлăхне 170 гектар, пахча çимĕç 25 гектар никĕсе хывнă. "Исток" агрофирмăра сахăр кăшманĕн вăрлăхне акма пуçланă. Кăçал вăл планпа килĕшỹллĕн 150 гектар йышăнмалла, ĕнерхи куна 30 гектар ытла тăпрана хывнă.

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филалта тăпра пулăхлăхне лайăхлатасси патне те тимлĕх уйăраççĕ. Симĕс удобрени валли 150 гектар горчица акнă.

Кĕрхи çĕртмене 13900 гектар сỹреленĕ, 6200 гектар культиваци тунă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2650 тонна имçамланă, çĕр улмие яровизацие 2200 тонна ытла кăларнă.

Пĕр çул ỹсекен курăксене 270, нумай çул ỹсекеннисене 330 гектар акнă.

Вăрлăх пахалăхĕнчен тухăç еплерех пуласси нумай килет. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем юлашки çулсенче ăна çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Кăçал акакан вăрлăхсенчен 1084,72 тонни - элита тата суперэлита. "Исток", "Корма", "Батыревский", "Труд" хуçалăхсем, Л. Краснова, Л. Кузнецов, И. Ямалетдинов парка çĕнĕ техникăпа пуянлатнă: тыр-пул пухакан икĕ комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн, тырă акакан икĕ сеялка, виçĕ трактор, икĕ полуприцеп, виçĕ культиватор, икĕ пĕрĕхтеркĕч, вăрлăх имçамлакан пĕр хатĕр туяннă.

Авангард



07 мая 2020
13:28
Хроника
Поделиться