Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Палăк йĕри-тавра тирпейлемелли сахал мар

ТЕПĔР икĕ кунтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитет. Чыслă та сумлă уяв кунне кăçал урăхларах кĕтсе илме тивет пулин те мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксен умне, йĕри-таврашне тирпейлессине улăштарман, куçарман. Çанталăк типшĕрсе, ешĕрсе пынă май чылай çĕрте коронавирус чирĕнчен хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса йывăçсем те лартаççĕ, шуратаççĕ, тавралăха илемлетеççĕ. Апла пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăрçă паттăрĕсене хисеп туса лартнă 46 палăкран хăшĕ-пĕри паян тĕксĕм- мĕн ларать. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова ертсе пыракан ушкăн 11 ял тăрăхне çитсе истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсемпе паллашнă. Шел пулин те, çỹп-çапа, типĕ курăксене пуçтарманнисем те тĕл пулнă, палăк йĕри-таврашĕнчи бордюрсем йăваннă, плиткăсем катăлса ỹкнĕ, хăрнă туратсене касман, йывăçсене шуратман тата ытти те. Çак ĕçсене, паллах, паянах вĕçлесчĕ.

Авангард



07 мая 2020
13:03
Поделиться