Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кепе юхан шыв территорине хăтлăх кĕртессипе ĕçлеççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн çумĕпе- строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕпе Александр Владимировпа Патăрьелĕнчи Кепе юхан шыв территорине малалла хăтлăх кĕртессине сỹтсе явнă.

2017-2018 çулсенче пуçарулăх бюджечĕ тата хальхи хула хăтлăхне кĕртесси программăсемпе усă курса юхан шыв хĕррине çỹп-çапран, йывăçсемпе тĕмсенчен тасатнă, тротуар, асфальтпа бетон хутăшне сарнă, светильниксем вырнаçтарнă тата ытти те.

Кепе юхан шыв хĕрри çамрăксен те, аслисен те юратнă вырăнĕ пуласса куç кĕрет. Унăн пĕр айккинче вырнаçнă "Юбилейлă" сквера тата 40 автомашина вырнаçмалăх парковкăна 2018 çулта "Хальхи хула хăтлăхне кĕртесси" программăпа тирпейленĕ. Тепĕр енче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк та илемлĕх кĕртет.

Хамăр корр.

Авангард



07 мая 2020
13:30
Хроника
Поделиться