Черетлĕ çитĕнÿ
Чăваш Енри финанс министерстви республикăри муниципалитетсен 2019 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май финанспа еплерех усă курнине палăртнă.
Пĕтĕмĕшле илсен мониторинг вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕрлехи кăтартăвне хаклать: бюджета планланă чухне тата тăкакланă чухне яваплăха туйнине, муниципалитет пурлăхĕпе эффективлă усă курнине, налук потенциалне ÿстернине.
2019 çул пĕтĕмлетĕвĕ пирĕн район муниципалитет финансне пысăк пахалăхпа пĕлсе тытса пынине черетлĕ хут çирĕплетнĕ.
А. Ильин