Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха пĕрле упрар

Интервью

Çĕр çинче пурăннă чухне мул нумай та, сахал та пулма пултарать, сывлăхăн вара виçи çук. Акă, хальхи вăхăтра тĕнчипех алхасакан коронавирус чирĕ пурне те пăшăрхантарать, шухăшлаттарать, çав вăхăтрах асăрханма ыйтать. Ку тĕлĕшпе паянхи кун районта мĕнлерех лару-тăру, çак хăрушлăха сирес тĕллевпе еплерех ĕçсем пулса пыраççĕ, çынсен яваплăхĕ, чирлекенсен шучĕ тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕпе- районти оперативлă штаб секретарĕпе Григорий Николаевич Каллинпа курса калаçрăмăр.

- Кирек мĕнле ерекен чир те пысăк хăрушлăх. Çак амак Раççей шайĕнче сарăлса пынине шута илсен чăнах та паян кашни çын илтмелле "чан" çапмалла. Республикăри лару-тăру та чунри лăпкăлăха çухатать. Коронавирус район шайĕнче те "çывăрмасть". Григорий Николаевич, ку тĕлĕшпе эсир мĕн каланă пулăттăр?

- Чăн малтанах çакна палăртасшăн - район администрацийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн çак чирпе кĕрешес тĕллевпе штаб туса хунă. Унăн ертỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Çавăн пекех çак йыша район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те кĕреççĕ. Поселени пуçлăхĕсем кашни кунах кам ют регионтан килнине е тухса кайнине отчет тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе çирĕп тĕрĕслев. Кашни информацие Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмне, полицие, тĕп больницăна тухтăрсем патне çитеретпĕр. Унсăр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекен çынсенчен, районти полици сотрудникĕсенчен йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем ялсенче çирĕп режим вăйра тăнă вăхăтра граждансем самоизоляци режимне мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ.

Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта коронавируспа чирленĕ 31 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 18-шĕн çăмăлтарах форма, вĕсем тухтăрсен тимлĕхĕпе килтех сипленеççĕ. Вăтам шайри тăватă пациент Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче, виççĕшĕ вара Шупашкарти васкавлă пулăшу больницинче выртаççĕ. Иккĕшĕ чĕрĕлнĕ. Унсăр пуçне районта 344 çын 14 кунлăх карантинра. Вĕсен килтен ниçта тухма та юрамасть.

- Григорий Николаевич, вулакана çакăн пирки тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха. Мĕншĕн тесен "хура списока" çакланнă çынсенчен хăшĕ-пĕри урамра çỹреме те, магазина тухма, кирлĕ пулсан хăнана кайма та пултарать...

- Шăпах ун пек тума юрамасть. Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн мартăн 18-мĕшĕнче кăларнă 113-рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн республика территорийĕнче çирĕп йĕрке режимĕ вăйра тăрать. Апрелĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа вара республика территорине Раççейĕн ытти регионĕсенчен килсе çитнĕ граждансене 14 кун харпăр хăйне изоляцилемелли режима пăхăнмалла. Урăх субъектран килнисен ниçта та тухса çỹреме юрамасть. Икĕ эрне килтех пулмалла.

- Çак йĕркене пăхăнманнисем пур-и? Вĕсене мĕнле яваплăх кĕтет-ши?

- Шел пулин те, чир пирки çиелтен шухăшлакансем питĕ тĕрĕс мар тăваççĕ. Карантинра шутланакан 331 çынран 52-шĕн пирки роспотребнадзор сомоизоляци йĕркине пăхăнманшăн предписани çырнă. Вĕсене хальхи вăхăтра пурне те электронлă меслетпе сăнаса тăраççĕ. Вăрттăн унта-кунта тухса кĕретĕп темелли çук. Килте лармалли йĕркене пăхăнманнисен ячĕпе полици сотрудникĕсем протокол çыраççĕ, вĕсене административлă майпа айăплаççĕ, ĕçне мировой суда параççĕ. Çавăнпа та уйрăмах вахтăпа ĕçлесе çỹрекен çынсен хăйсен пирки çеç мар, çемьен, кỹршĕ-аршăн, тăванĕн сывлăхĕ пирки те шутламалла. Изоляци кунĕсене чăтăмлăн ирттерсе ямалла. Çакна пурте пысăк яваплăхпа йышăнсан çеç усал чире районта сарăлма памăпăр.

- Паллах, çак чирпе санитарипе гигиена йĕркисене пăхăнасси те тĕп вырăнта темелле...

- Ăна çирĕп пăхăнмалла: çын йышлă вырăнта, магазинсенче, обществăлла транспортра маска, перчетке тăхăнмалла, калаçнă чухне те 1,5 метр дистанци кирлĕ, алла тăтăшах супăньпе çумаллине, антисептикпе сăтăрмаллине те манса каймалла мар. Урăхла каласан, никамăн та сывлăха аптекăра е больницăра шырамалла ан пултăр, уншăн кашнийĕ тăрăшмалла, коронавируспа çыхăннă йĕркесене пурин те пăхăнмаллах.

А. ЕГОРОВА калаçнă

Авангард



30 апреля 2020
14:59
Публикации
Поделиться