Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр-пĕрне ăнланни чире парăнтарма пулăшĕ

 Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Кашни çыннăн пуянлăхĕ - пурнăç! Анчах ваттисен те, çамрăксен те пурнăçне пĕр хĕрхенмесĕр "вилĕм çавипе" татакан коронавирус чирĕ сарăлса пыни пурне те пăшăрхантарать. Паллă ĕнтĕ, хăрушă вирус çын йышлă пулакан вырăнсенче ытларах сарăлать. Çавăнпа та çын нумай çỹрекен вырăнсене тухса çỹреме тăрăшмалла мар. Масарпа чиркĕве, мечĕте каяссинчен те вăхăтлăха тытăнса тăма тивет. Районта пурăнакансене пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хума, уйрăмах хавшакрах сывлăхлисене тата хисеплĕ ватăсене асăрхануллăрах пулма ыйтасшăн. Ют çĕршывсенчен, ытти регионсенчен килекенсен те яваплăха туйса медицина органĕсене çийĕнчех пĕлтермелле. Çавăн хыççăн 14 кун килте карантинра пулмаллине те асрах тытасчĕ. Пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисене пурте пăхăнни, пĕр-пĕрне ăнланни коронавируса çĕнтерме пулăшĕ. Халĕ, акă, умра май уявĕсем.

Эпир хамăр пурнăçшăн çеç мар, тăвансен, çывăх çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă пулнине пĕр самантлăха та манас марччĕ, çавăнпа та ун чухне те килтех пулма, чиртен асăрханма тăрăшар! Эпир сирĕн сывлăха, пурнăçа упрама тăрăшатпăр. Эсир те пире пулăшасса шанатпăр.

Хăвăра упрăр!

Пурте сывă пулар!

Авангард



30 апреля 2020
14:47
Поделиться