Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кану кунĕсем майăн 11-мĕшĕччен тăсăлĕç

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе регионсен ертÿçисемпе ирттернĕ  онлайн-канашлура самоизоляци йĕрки майăн 11-мĕшĕччĕнех тăсăласси пирки пĕлтернĕ. Вăл шутра 6, 7 тата 8-мĕшĕсем те – ĕçлемелле мар кунсем. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ.

Президент палăртнă тăрăх, хальлĕхе вирус сарăлас хăвăртлăха кăштах чакарма май килнĕ. Анчах та чи хĕрÿ самант иртсе кайман-ха. Çавăнпа та чире парăнтарас тесе пурин те килтех лармалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăн патшалăх влаçĕнче вăй хуракансем çĕршыв Ертÿçи канашлура палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма хатĕррине çирĕплетнĕ.

А. Иванов



30 апреля 2020
14:45
Поделиться