Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбилей кỹтĕр çеç пурне те телей

КАШНИ уйăхрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсем хăйсен çавра юбилейĕсене -80, 85, 90, 95 çул тултарнисене чыслăн паллă тăваççĕ. Коронавирус чирĕ сарăлнă вăхăтра, паллах, никам та тăванĕсене кĕрекене пуçтармĕ. Карантин вăхăтĕнче ун пек тума та юрамасть. Çапах та хисеплĕ юбилярсен ячĕсене паян асăнма тивĕçлех.

Май уйăхĕнче Кивĕ Ахпỹртри Николай Арлановпа Мария Каргина, Шăнкăртамри Камария Мухитова, Çĕнĕ Ахпỹртри Елизавета Шикирова 80 çул тултараççĕ. Первомайскинчи Клавдия Верликована, Нăрваш Шăхалĕнчи Анна Григорьевана, Алманчăри Калиса Семенована 95 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă салам сăмахĕсене çитерĕç. Именкассинчи ĕç ветеранĕ тата тыл хастрĕ Клавдия Никифорова Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитекен уйăхра 100 тултарать.

Сăмах май каласан, паянхи куна районта пĕр ĕмĕр урлă каçнă 6 ватă пурăнать.

Авангард



24 апреля 2020
09:37
2020 год
Поделиться