Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район прокурорĕн пулăшуçи Максим Андреев хутшăнчĕç. Ларура 11 административлă материал пăхса тухрĕç. Вĕсенчен 8-шĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани паманнипе çыхăннă. Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем руль умне ларса автомашинăпа çула тухнисем те час-часах тĕл пулаççĕ. Хальхинче те çак сăлтавпа комиссинче икĕ ĕç пăхса тухрĕç. Ларура пăхса тухнă административлă протоколсемпе пурне те штраф тỹлемелле турĕç.

Авангард



24 апреля 2020
09:41
Поделиться