Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне районĕпе акана 17 хуçалăхра пуçăннă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1924 гектар акнă.

Сухан вăрлăхне - 135, пĕр çул ỹсекен курăксене - 120, нумай çул çитĕнекеннисене 130 гектар никĕсе хывнă.

Тыр-пул вăрлăхне 2400 тонна имçамланă, çĕр улмине 1600 тонна яровизацие кăларнă.

Кĕрхи çĕртмене 12050 гектар сỹреленĕ, 2790 гектар культиваци тунă, 700 гектар дискланă.

Нумай çул ỹсекен курăксене 2300 гектар сỹреленĕ, 720 гектар апатлантарнă.

Авангард



24 апреля 2020
10:16
Хроника
Поделиться