Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкекĕ пĕрешкел, сăлтавĕ тĕрлĕрен

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх апрельте çеç ку таранччен çичĕ пушара шута илнĕ. Вут-çулăм инкекĕ тĕрлĕ сăлтавпа сиксе тухнă. Вăл шутра Шăнкăртамра çỹп-çап пуçтармалли икĕ пластик контейнер çунса кайса юрăхсăра тухнă. Типĕ çанталăкра пĕр пуçтах чикарккă тĕпне унта ывăтнă курăнать. Хĕлхем кăварланса выртнă хыççăн хыпса илнĕ. Çавăнпа та Андрей Валентинович ку тĕлĕшпе граждансене питĕ асăрхануллă пулма ыйтать, чикарккă юлашкийĕсене сỹнтермесĕр контейнера пăрахма юрамасть. Çак ялти масарта тата Сителте типĕ курăк хыпса илнĕ. Çанталăк уяртса пынă май кун пирки те асăрханулăха ỹстермелле.

Çак кунсенчех Тутар Сăкăтĕнче кивĕ тырă склачĕ çуннă, Ишлĕре уйрăм хуçалăхра пушар тухса сăтăр кăтартнă. Инкекĕ пĕрешкел пулин те сăлтавĕ тĕрлĕрен. Çакна шута илсе граждансене вут-кăварпа асăрхануллă та тимлĕ пулма ыйтатпăр.

Авангард



24 апреля 2020
09:39
2020 год
Поделиться