Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ерекен чирпе асăрхануллă пулар

Больницăна утакансенчен ытларахăшне пĕр-пĕр чир канăç памасть. Вĕсем врач патне йышăнăва кĕрсе сиплев илесшĕн. Хăшĕсене медицина справки кирлĕ тата ытти те. Тепĕр ушкăнри çынсем те пур. Ỹт-тир, венери чирне çаклатнисемех вăхăтлăха шăп пурăнма пăхаççĕ. Тепĕр хут палăртатпăр: вăхăтлăха. Аптрие михĕре пытарса усраймастăн тенĕ евĕрех. Çак шухăша уççăнах çирĕплетрĕ районти тĕп больницăри дерматолог-венеролог Ю. Николаева.

Юлия Андреевна Патăрьелне "Земство тухтăрĕ" программăпа ĕçлеме килнĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнăскер, республикăри венерологи диспансерĕнче ординатура тухнă. Кайран 3 çул ачасен медицина центрĕнче ĕçленĕ. Вара кунта килсе тĕпленнĕ.

- Специальность мана питĕ килĕшет. Илнĕ пĕлĕве ĕçпе çирĕплетме пултарнишĕн хĕпĕртетĕп. Хăш-пĕр чир пĕлтерĕшне пациентсем вырăна хуманни çеç тепĕр чухне пăшăрхантарать. Ĕçкĕ енне сулăннăскерсем кампа ар çыхăнăвне кĕнине ас туманнисем те тĕл пулаççĕ. Чир ертсен çеç аса илме хăтланаççĕ,- тет Ю. Николаева.

Тепĕр чухне вĕсене анализ пама вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕсен, врач амбулаторийĕсен специалисчĕсен, полици ĕçченĕсен пулăшăвĕпе илсе килнине пытармасть.

Тирпейлĕ пурăнма тăрăшатпăр пулин те шкул ачисем хушшинче пыйтă тупни те палăрать. Е ют хуласене ĕçлеме çỹрекенсем кĕçĕ чирĕ ертсе килеççĕ-мĕн.

Г. Хамзина медицина сестри çакăнта çĕнĕ çын мар. Гельшат Равильевна ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен çемьесен ачисемпе тĕл пулакан йывăрлăхсене палăртмасăр чăтаймарĕ. Кирек хăш чире те пуçламăшĕнче çăмăллăн сиплеме май пуррине çирĕплетрĕ.

Маларахри çулсенче ку енĕпе ĕçленĕ Р. Ишмуратов та çамрăк врача пулăшма хирĕç мар. Кирек хăçан та кирлĕ сĕнỹсем парать.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти О. Осипова медицина сестри те ĕçе тивĕçлипе туса пыма тăрăшнине палăртать Ю. Николаева. Асăннă вĕрентỹ учрежденийĕнче кирек хăш ыйтăва та ăнлануллă татса пама пулать.

Кĕçĕ чирĕ, лишай, пыйтă выльăх-чĕрлĕхрен, йытă-кушакран та ерме пултарать. Çавăнпа та ачасене хуçасăр анчăксемпе выляттармалла мар. Кирек хăш чир те сиплев ыйтнине тĕпе хурса врач пулăшăвĕпе вăхăтра усă курмаллах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



24 апреля 2020
10:19
Хроника
Поделиться