Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ

Шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕреннĕ вăхăтра тепĕр ыйту тухса тăчĕ. "Сухой паек" камсене тивĕçет тата ăна мĕнле илмелле? Ыйту хуравĕсене эпир район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕнчен И. Рубцовăран илес терĕмĕр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

- "Сухой паека" кĕрекен апат-çимĕç продукчĕсене район администрацийĕн йышăнăвĕпе унчченех çирĕплетнĕ çăмăллăхпа усă курма пултаракан категорисене кĕрекен ачасем тивĕçеççĕ. Вĕсем - ку таранччен тỹлевсĕр апатланнă ачасем тата апатлану хакĕн 10 процентне тỹлесе апатланнăскерсем.

Тỹлевсĕр апатланакансен шутне çаксем кĕреççĕ: инвалид ачасем, тăлăх ачасем, сывлăх тĕлĕшĕнчен чикĕлев пуррисем, туберкулез инфекцине унччен ертнĕ ачасем.

Апатлану хакĕн 10 процентне тỹлесе апатланакансем çаксем: нумай ачаллă, сахал тупăшлă, 18 тултарман 3 е ытларах ачаллă çемьесенчи çитĕнекен ăру тата районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире учета тăракан йывăр лару-тăруллă çемьери ачасем.

Апат-çимĕçĕн çирĕплетнĕ пуххи çук. Çав вăхăтрах палăртмалла, шкул ачисем валли хатĕрленĕ апат-çимĕç продукчĕсен пуххи СанПин йĕркине тивĕçтермелле.

Палăртса хăвармалла, ача çăмăллăхпа усă куракан категорие кĕнине тăтăшах документсемпе çирĕплетеççĕ. Çапла вара продуктсене март уйăхĕнче шкула тăратнă документсем тăрăх тивĕçтереççĕ. Кăçал январь е февраль уйăхĕсенче унччен тăратнă документсене "çĕнетме" вăхăт çитнĕ, анчах та вĕсене çав икĕ уйăхра тăратман пулсан, вĕсем вăйра шутланмаççĕ.

- Ирина Петровна, апат-çимĕç продукчĕсене ачасем патне мĕнле майпа çитереççĕ?

- Халĕ шкул директорĕсем апат-çимĕç продукчĕсен пуххине йĕркелессипе тимлеççĕ. Вĕсем шкулта срока пăхăнса упракан продуктсене валеçсе парассипе ĕçлеççĕ, поставщиксемпе çыхăнса продуктсем туянаççĕ.

Продуктсене ашшĕ-амăшне параççĕ, шкул ĕçченĕсем те леçеççĕ. Вĕсене пĕр çĕре йышлăн пухас мар тесе шкулсенче график йĕркелеççĕ. Апат-çимĕç продукчĕсене уйрăм йышăну пуличчен хальлĕхе эрнере пĕрре парса пыраççĕ. Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹре- кенсене апат-çимĕç продукчĕсен пуххипе тивĕçтерессине пăхса хуман.

- Ачасене çак тапхăрта хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси ашшĕ-амăшĕнчен е саккунлă представителĕнчен нумай килет. Эсир вĕсене мĕн çине тимлĕх уйăрма сĕнетĕр?

- Çакнашкал лару-тăрура чи малтанах ачасем самоизоляци режимне çирĕп пăхăнни кирлĕ. Мĕншĕн тесен Раççейре те, Чăваш Республикинче те ачасем коронавируспа чирлеççĕ. Çавăнпа та ачасене пĕр вырăна пухăнтармалла мар. Вĕсен килтех пулмаллине, хăрушлăх пуррине ăнлантарса, асăрхаттарса тăмалла. Уçăлма вара кил-картишне е пахчана тухмалла.

А. ИВАНОВА калаçнă

Авангард



24 апреля 2020
10:22
Хроника,
Публикации
Поделиться