Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи ĕçсем районта куллен вăй илсе пыраççĕ

Апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне 1573 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (тулă - 453 гектар, урпа - 1035, сĕлĕ - 85 гектар) акнă.

Сухан вăрлăх - 127, пахча çимĕç 4 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене - 95, нумай çул ỹсекеннисене 60 гектар никĕсе хывнă.

Тыр-пул вăрлăхне 2400 тонна имçамланă, çĕр улмие яровизацие 1500 тонна кăларнă.

Кĕрхи çĕртмене 12000 гектар сỹреленĕ, 2200 гектар культиваци тунă, 682 гектар дискланă.

Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ хурлăхан тĕмĕсене пĕр гектар лартнă.

Авангард



21 апреля 2020
10:32
Хроника
Поделиться