Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Соцработниксем ватăсене пулăшаççĕ

КОРОНАВИРУС чирне районта сарăлма парас мар, çав вăхăтрах килте ларакан ватăсен ыйтăвне туллин тивĕçтерес тĕллевпе районти социаллă хỹтлĕх центрĕн "хĕрỹ лини" телефонĕсем кашни кунах ирхине 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ĕçлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем хăйсене апат-çимĕç е эмел кирлĕ пулсан 61-0-59 е 62-0-06 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтма пултараççĕ. Дежурстăвăри центр специалисчĕсем ватăсен ыйтăвне çийĕнчех тивĕçтереççĕ. Районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çак ĕçе 39 сотрудника явăçтарнă. Паянхи кунччен вĕсем телефон шăнкăравĕпе килнĕ çирĕм ытла çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ, ватăсене апат-çимĕç, кирлĕ эмел леçсе панă.



21 апреля 2020
10:30
2020 год
Поделиться