Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Иртнĕ вырсарникун православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем çутă та савăнăçлă уява - Мăнкуна - паллă турĕç.

Коронавирус чирĕ Христос чĕрĕлсе тăнине ытти çулхинчен урăхларах йĕркепе кĕтсе илме хистерĕ пулин те, районти чиркỹсенче службăсене мĕн пур йĕркене пăхăнса, кăмăлтанах ирттернĕ.Акă, мĕн пĕлтерчĕ кун пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин:

- Апрелĕн 18-мĕшĕнче районти 15 чиркỹрен 10-шĕнче уяв службисене йĕркелерĕç, вĕсене пурĕ 200 çын хутшăннă. Чиркỹ настоятелĕсем пурте коронавирус сарăласран асăрханма сĕннĕ рекомендацисене пăхăнса ĕçленĕ. Мăнкун уявĕ малалла тăсăлнă май çынсене хăна-вĕрлене каясран тытăнса тăма ыйтатăп. Пĕр-пĕрне телефонпа е онлайн мелĕпе çеç саламламалла. Çакă хамăрăн сывлăха сыхлассипех çыхăннă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне коронавируспа чирленĕ 7 çынна шута илнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



21 апреля 2020
10:34
2020 год,
Публикации
Поделиться