Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутат хастарлăхĕ пур ĕçре те пĕлтерĕшлĕ

ВЫРĂНСЕНЧЕ ял тăрăх депутачĕсемпе старостăсем, обществăн ытти хастарĕсем пуçаруллă пулни, вĕсем халăх ыйтăвне пурнăçлассишĕн, ял тирпей-илемĕшĕн тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе районта ырă тĕслĕх кăтартакансем сахал мар. Именкасси ялĕпе суйланнă Пикшик ял тăрăхĕн депутачĕ Э. Краснова çулсеренех сăваплă та пархатарлă ĕçсем йĕркелеме ăста. Элеонора Васильевна ялта час-часах субботниксем ирттерет, çав вăхăтрах çынсене пăшăрхантаракан проблемăсене те татса пама пулăшать. Хальхи вăхăтра йывăç лартмалли тапхăрпа усă курса вăл Зеленая урамри пушă лаптăка чăрăш тата хыр йывăççисене лартассине йĕркеленĕ. Çак ĕçре ăна Г. Хромова, А. Филиппова, Т. Едифанова хастарсем пысăк пулăшу кỹнĕ.

Авангард



21 апреля 2020
10:28
2020 год
Поделиться