Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăххи-чĕппи пултăр картиш тулли

Çуркунне çитнĕ май халăх чăх-чĕп туянас шухăшпа пурăнать. Çăмарта тăвакан çамрăк чăхсем уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен картишĕсенче курăнма пуçларĕç те ĕнтĕ. Халь какай валли бройлер, хур-кăвакал, кăркка илме хатĕрленеççĕ. Кайăк-кĕшĕк сутаканăн тата туянаканăн мĕн пĕлмелле-ха? Çак тата ытти ыйтусем тавра сăмах пуçартăмăр выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕпе Петр Ефимовпа.

- Районĕпе 10 предприниматель чăх-чĕп сутассипе ĕçлет. Пурте кăçал Россельхознадзора çырупа тухса урăх регионсенчен те кайăк-кĕшĕк илсе килме юранине çирĕплетекен документа илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинче вăй хуракансем суту-илỹпе тăрăшакансем миçе чĕп турттарса килнине, ветеринари хучĕсем пуррине, автомашинăна дезинфекциленине тата ыттине те тĕрĕслесе тăраççĕ.

Кăçал хĕл ăшă килнипе кайăк-кĕшĕк сутакан предпринимательсем иртерех, февраль уйăхĕнчех, ĕçе пикенчĕç. Çăмарта тăвакан чăхсене сутма пуçларĕç. Çак кунсенче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинчи ятарлă ушкăн А. Капитонов патне чăх-чĕп усрамалли хуралтăна кайса дезинфекцилерĕ.

- Петр Ильич, 2018 çулта районта кайăк грипне тупнă тĕслĕх пулчĕ. Кăçал ку енĕпе лару-тăру еплерех?

- Патăрьел ялĕнчи Крепков урамĕнче çак усал амака тупса палăртнăччĕ. Вăл çулхине республикăри 11 районта кайăк грипĕ пулчĕ. Вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тунипе чире сарăлма памарăмăр. 2019 çул йĕркеллех иртсе кайрĕ. Кăçал та çапла пуласса шанса тăратпăр. Кайăк-кĕшĕк сутакан предпринимательсемпе канашлу ирттернĕ, вĕсене чăх-чĕп сутмалли тата кайăк грипĕнчен асăрханмалли йĕркесемпе, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин хушăвĕсемпе, ветеринарипе санитари правилисемпе паллаштарнă.

Паяна Чăваш Республикинче те, Раççейре те кайăк грипне тупнă тĕслĕх çук. Пирĕн республика чиртен таса регионсен шутне кĕнĕрен, предпринимательсем чĕпсем Мари Эл, Тутар Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен илсе килме пултараççĕ. Апла пулсан та суту-илỹпе ĕçлекенсен вĕсене кайăк грипĕнчен тĕрĕсленипе интересленмелле. Йĕркепе килĕшỹл-лĕн кашни кварталта пăхмалла. Вырăнта çак ĕçе пурнăçламан пулсан эпир республикăри лабораторине яратпăр.

Кăçал республика "вакцинацисĕр" статуса илнĕ май уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем тытакан кайăк-кĕшĕке те ветеринарсем вакцинаци тумаççĕ.

- Чăх-чĕп питĕ черчен, час-часах ытти чирпе те нушаланать...

- Кайăк-кĕшĕк ан чирлетĕр тесен уйрăм предпринимательсен те асăрханмалла. Пĕр регионтан илсе килнисене тепĕр çĕртен туяннипе хутăштармалла мар. Кашни тăрăхăн хăйĕн чирĕ пур. Чăваш Республикинчи чĕпсемшĕн вырăнтисем, вĕсене хирĕç кĕрешме иммунитет пуртан, хăрушлăх кăлармаççĕ, çав вăхăтрах ютрисем хавшатаççĕ. Сутнă хыççăн юлаканнисене те çĕнĕ партипе хутăштарма юрамасть. Кашнине уйрăм тытмалла.

- Районта кайăк-кĕшĕк сутмалли ятарлă вырăн пур-и? 

-Чăхсене, бройлерсене, хур-кăвакал сутакансене валли ДПМК "Батыревский" пĕрлешĕвĕн картишĕнче ятарлă вырăн уйăрнă. Вăл "Юхма" пасартан инçе мар. Тĕнчипе коронавирус чирĕ сарăлса пынине шута илсе халь, шел пулин те, унта сутма юрамасть. Çынсем кайăк-кĕшĕк усрас шухăшлине тĕпе хурса предпринимательсем телефонпа заявкăсем йышăнаççĕ те вырăна леçсе параççĕ. Туянакансем чăх-чĕпе хăш регионтан илсе килнине, ветеринари докуменчĕсем пуррине сутакансенчен ыйтма ирĕк пур. Мĕнле те пулин ыйту, иккĕленỹ çуралсан выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине шăнкăравлама пултараççĕ.

- Петр Ильич, кайăк-кĕшĕк сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесен мĕн пĕлмелле-ха?

- Чăх-чĕп туяниччен вĕсене усрамалли пỹлĕме тасатмалла, дезинфекцилемелле. Кайăк-кĕшĕк çул çинче хăйне майлă стресс илнине шута илсе икĕ эрнерен кая мар ытларах тимлĕх уйăрмалла: витаминсем, шăмă çăнăхĕ, фурацилин шывĕ памалла.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Авангард



21 апреля 2020
10:35
2020 год
Поделиться