Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ.

Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1500 гектар акнă. Унтан урпа - 900, çурхи тулă - 360, сĕлĕ 150 гектар йышăнать.

Сухан вăрлăхне 120 гектар никĕсе хывнă.

Кĕрхи çĕртмене 1200 гектар сỹреленĕ, 2000 гектар культиваци тунă.

Нумай çул ỹсекен курăксене 3000 гектар сỹреленĕ, 700 гектар апатлантарнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 2800 тонна имçамланă.

Çĕр улми вăрлăхне яровизацине 1500 тонна кăларнă.

Авангард



17 апреля 2020
10:06
Хроника
Поделиться