Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтусем яланхиллех нумай

Хальхи вăхăтра тĕнчипех хумхантаракан ыйту вăл - коронавирус чирĕ.

Республикăра Чăваш Ен территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине хирĕç кĕрешекен тата вируса республикăна урăх çĕртен илсе килме пултарасран асăрхаттарас енĕпе тимлекен оперативлă штаб çумĕнче ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вăл апрелĕн 15-мĕшĕнче виççĕмĕш хут халăхпа уçă калаçу йĕркелерĕ.

Тỹрĕ линие Чăваш наци телевиденийĕпе курма, Чăваш наци радиовĕпе тата Тăван радиопа итлеме май пулчĕ. Тỹрĕ лини ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, ЧР Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова тата ыттисем те хутшăнчĕç. ЧР Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов хальхи вăхăта миçе çын коронавируспа чирлени, миçен сывални пирки каласа кăтартрĕ. Çакăн хыççăнах шăнкăравсем йышăнма пуçларĕç. Халăха тĕрлĕ ыйту хумхантарать. Акă, предпринимательсем ĕçлемен тапхăршăн аренда укçипе татăласси пирки ыйтрĕç. Ачасем дистанци мелĕпе хăçан вĕренме пăрахассипе, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытассипе те кăсăкланчĕç. Региона ют тăрăхран килекенсене пачах кĕртме пăрахасси е чикĕсене хупасси тата ытти çинчен те шăнкăравласа ыйтрĕç.

Ĕç ушкăнĕ кашни ыйтăва тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв çывхарнă май А. Салаева Мăнкунта чиркĕве каймалла маррине тепĕр хут аса илтерчĕ, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл, Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава ертсе пыракан кĕлĕсене телевиденипе курма, радиопа итлеме май пуррине пĕлтерчĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



17 апреля 2020
09:58
Публикации
Поделиться