Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиртен сыхланасси унран сипленессинчен çăмăлтарах

Коронавирус инфекцийĕ сарăласран сыхланса район центрĕнче те кашни организаци тулли хăватпа ĕçлет теме çук. Çав вăхăтрах вара аптекăсем канмалли кунсенче те уçă. Ĕç кунĕ те ыттисеннинчен иртерех пуçланать вĕсен. Çакă çынсем кĕпĕрленсе кĕресрен те асăрханма май парать.

- Халăха мĕнле майлă çавнашкал ĕçлеме тăрăшатпăр. Çакă пире эмел туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшать. Халиччен çынсенчен çăхав илтни пулман-ха. Çакă тăрăшуллă коллективăн хастар ĕçĕ,-тет Патăрьелĕнчи 43-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Г. Афанасьева .Галина Ивановна Чăваш Республикинчи "Фармация" предприятин Патăрьелĕнчи филиалне вунă çул ытла ертсе пырать. Маларах вăл Куйбышеври медицина институчĕн фармацевтика факультетĕнче провизора вĕреннĕ. Юхмапа Пăла тăрăхне килсе тĕпленнĕренпе 36 çул çитрĕ. Ĕç кĕнекинче пурĕ те çакăнти аптекăна вырнаçнине çирĕплетекен йĕркесем çеç. Аслă квалификациллĕ ăста специалист фармацире теори тата практика пĕлĕвне тивĕçлипех çирĕплетсе пырать.

- Эмелсен ассортиментне кирлĕ шайра тытса тăма тăрăшатпăр. Кунта çуккисене ятарлă журнал çине çырса пыратпăр. Вĕсене 3-5 кун хушшинче кỹрсе килтерме ыйтатпăр. Иммунитета тытса тăмалли препаратсем çителĕклех. Витаминсем те пур. Коронавирус - вăхăтлă чир. Вăл иртиччен килсенче ларма тăрăшар. Çакăн пек чухне эпир хамăра та, çывăх çынсене те инкекрен хăтарăпăр- тет Г. Афанасьева.

Патăрьелĕнчи филиал 8 аптека пунктне эмелсемпе тивĕçтерсе тăрать. 22 çынран тăракан коллектив пĕр шухăшлă ĕçлесе пыни палăрать. Провизорсемпе фармацевтсем пурте аслă категориллĕ. Пĕр вырăнта тĕпленнĕскерсем. Нихăшĕ те коллектива улăштарас шутли çук. Кăçал аптека 95 çул çитнине паллă тума ĕмĕтленеççĕ. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ евĕр, коллектив Хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Республикăри патшалăх аптекисен ăмăртăвĕнче икĕ хутчен "Чи лайăх аптека" сумлă ята илни те хавхалантаратех. Аслă ăрурисен ĕç ăсталăхне вырăна хуни, пĕлĕвĕсене туптаса пыни ĕçре пулăшатех.

Г. Афанасьева хăй те пĕр вырăнта тăмасть. "Фармацин экономики тата ертсе пырасси" специальноçлĕ аслă категориллĕ ертỹçĕ çынсен сывлăхне сыхлассинче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Коллектив республикăри фармаци тата медицина общественноçĕ умĕнче те хисепне ỹстерсех пырать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



17 апреля 2020
10:29
Хроника
Поделиться