Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи савăнăçлă та хаваслă уява килтех кĕтер

Шел пулин те кăçалхи Мăнкун уявĕ тĕнчере коронавирус чирĕ сарăлнă тапхăрпа тỹр килчĕ. Маларах çĕршывра çак амакран сыхланса кашни çыннăн килте лармалли (самоизоляци) йĕркине туса хучĕç тата ытти те. Çакă, паллах, никама та хавхалантармасть. Çавăнпа та Иисус Христос вилĕмĕнчен мухтавлă чĕрĕлсе тăнă уява ытти çулхи пек чиркĕве кайса мар, килтех кĕл тума, кăмăла пăсмасăр Аслă уява хавасланса кĕтсе илме тивĕ. Кун пирки апрелĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава та Турра ĕненекенсене Мăнкун умĕнхи чĕнсе каланинче пурне те килте пулма, килтех кĕл тума çирĕп асăрхаттарса каларĕ. "Килтех пулăр. Эпир сирĕншĕн кĕл тăвăпăр. Çỹлти Турă чиркỹре, килте кĕл тунине те илтĕ. Çак чир иртет, вăл вăраха тăсăлмĕ. Пире Çăлакан ялан пирĕнпе", - терĕ вăл. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл та Турра ĕненекенсене кăçалхи уявра куличпе хĕретнĕ çăмартана килтех сăваплама ыйтрĕ.

Николай МАРКОВ протоиерей, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ:

- Районти Турра ĕненекен мĕн пур çынна çывхарса килекен Аслă праçникпе саламланă май пурне те Варнава митрополит чĕнсе каланине шута илме, шăматкун каçхине тата вырсарникун ирхине килтех кĕл тума ыйтатăп. Çакна пурте пĕр çын пек пулса ăнланса йышăнни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм тĕнчене çылăх тыткăнĕнчен хăтарнă, этемлĕхе телейлĕ ĕмĕрлĕх пурнăç парнеленĕ Иисус Христос вилĕмĕнчен мухтавлăн чĕрĕлсе тăни пире пурне те вăй-хăват патăр, пурин чĕринче те таса та çутă туйăм вăраттăр.

Аса илтеретпĕр, Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕнчи Мăнкун кĕллине килтех апрелĕн 19-мĕшĕнче 23 сехет те 30 минутра Чăваш наци телекуравĕпе тỹрĕ эфирта курма май пулĕ. Çавăн пекех Чăваш наци радиовĕпе те итлеме пулать.

А. ЕГОРОВА

Аавнгард



17 апреля 2020
10:14
Публикации
Поделиться