Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавирусран чи лайăх эмел - карантин

ПАЯН тĕнче шайĕнче кĕрлекен коронавирус чирне пурте пĕр шухăшлă пулса, карантина пăхăнса çеç парăнтарма, çĕнтерме пултаратпăр. Çакна шута илсех çĕршывра килтен тухса çỹремелле мар йĕркене çирĕплетрĕç. Ку тĕлĕшпе хамăрăн республика та хушма мерăсем йышăнсах тăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев указĕпе килĕшỹллĕн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланиччен çул çитмен ачасен те хăйсем пурăнакан вырăнтан аякка тухса çỹреме юрамасть. Вăл шутра урамра, парксенче, ача-пăча лапамĕнче те чупса çỹремелле мар. Çакăншăн явап тытма тивет. Апла пулин те Патăрьелĕнчи Комаров, Гагарин тата ытти хăш-пĕр урамсенче ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те карантин йĕркине пăсса урамра ирĕккĕн çỹрени тĕл пулать. Çавăнпа та РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕ килте лармалли йĕркене ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерет.

Авангард



14 апреля 2020
09:37
Хроника
Поделиться