Энергосбыт компанийĕ вăхăтлăха штрафсем памĕ
ЧĂВАШ энергосбыт компанийĕ те коронавируспа кĕрешес ĕçе курăмлă тỹпе хывать. Çакнашкал çăмăл мар тапхăрта энергетиксем потребительсене пулăшмалли йышăну тунă. Çĕршыври эпидеми лару-тăрăвне шута илсе халăха пулăшас тĕллевпе Чăваш энергосбыт компанийĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ чухнехи тапхăрта 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен потребительсен мĕн пур категорийĕ тĕлĕшпе электроэнергишĕн тỹлемелли парăмсемшĕн штраф санкцийĕсем памĕç. Вăхăтлăха парăмлă çынсене электроэнерги парса тăрассине те чармĕç. Çапах та пĕтĕм тапхăршăн пуçтарăнакан парăм пăрахăçланмасть.
Авангард