Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Типĕ курăк пушар сăлтавĕ ан пултăр

Çуркунне çанталăк ăшăтса пынă май типĕ курăкран пушар алхасас хăрушлăх тухса тăрать. Хыт-хура тивсе илсен питĕ хăвăрт çунать. Ун пек чухне ăна сỹнтерме, лăплантарма та йывăр. Çил таврашĕ пур чухне пушшех те. Типĕ курăк çунса пырса вăрмана та тивсе илме, çынсем пурăнакан вырăна та çитсе çуртсене, хуралтăсене юрăхсăра кăларма пултарать. Урăхла каласан çынсем пĕр-пĕр лаптăка типĕ курăкран тасатса ăна çунтарма тивертсе яни пысăк инкек патне те илсе çитерет. Çавăнпа та Чăваш Республикин "Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ" бюджет учреженийĕ граждансене ку тĕлĕшпе питĕ сыхă тата асăрхануллă пулма ыйтать:

_ типĕ курăка ан çунтарăр;

_ уяр тата çиллĕ çанталăкра кăвайт ан чĕртĕр;

_ торфлă çĕр çинче тата хуралтăсем çывăхĕнче (50 метратан кая пулмалла мар) кăвайт чĕртме юрамасть;

_ ачасене вут-кăвар патне ямалла мар;

_ яланах пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнăр: чикарккă юлашкисене ан пăрахăр, кăвайта сỹнтермесĕр ан хăварăр, хĕвел çинче хĕрсе тивсе илме пултаракан кĕленче савăтсене те пăрахса ан хăварăр.

Пурте асăрхануллă та тимлĕ пулăр! Çут çанталăка, хăвăр пурнăçпа пурлăха упрама тăрăшăр!

Пушар хăрушсăрлăх сезонне хатĕрленсе пирĕн вăрман хуçалăхĕнче йĕркелĕхе сыхламалли план çирĕплетнĕ, çак тĕллевпе 13 маршрут палăртнă, вăрман пушарĕн 7 командине йĕркеленĕ.

Пушар хăрушсăрлăх сезонне 10 пушар автомашини, çавăн чухлех трактор хатĕрленĕ тата ытти те.

Вăрман хуçалăхĕнче дежурство йĕркелесси те çирĕп йĕркере. Енчен те эсир вăрман çывăхĕнче курăк таврашĕ çуннине асăрхасан çийĕнчех пирĕн пата 8 (83546) 2-35-81, 2-35-31, "Вăрман хуралне" 8 (8352) 40-24-00 е федераллă тỹрĕ линие 8-800-100-94-00 телефонсемпе шăнкăравласа ярăр.

М. АЗИЗОВ, "Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ" бюджет учрежденин вăрмана сыхлас тата хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен инженерĕ

Авангард



10 апреля 2020
10:55
2020 год
Поделиться