Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăшалсене авăрлама тăхтаса тăма тивĕ

ÇĔРШЫВРА коронавирус чирĕ сарăлса пыни чылай ĕçе пурнăçлама вăхăтлăха чарса, тытăнса тăма ыйтать. Çакăншăн кăмăла пăсма та кирлĕ мар. Вăл пĕтĕмпех хăрушлăха сирсе ярассипе çыхăннă. Кирек мĕнле усал чиртен те сипленме мар, асăрханма ансатрах. Карантин вăхăтĕнче шкул ачисемпе шăпăрлансен, аслă ăрури çынсен çеç çирĕп режима пăхăнма, килте ларма тивмĕ. Районти сунарçăсен те çуркуннехи тапхăра хатĕрленĕ пăшалсене авăрлассинчен тăхтаса тăмалла. Ятарлă сейфра упранаканскерсене карантин хушăвĕпех хальлĕхе тытма юрамасть-ха. Урăхла каласан, сунарçăсен те çуркуннехи чун киленĕçĕ кĕркунненех куçма пултарать.

Авангард



10 апреля 2020
10:39
Поделиться