Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çỹп-çапа çунтарнăшăн - штраф

ÇАНТАЛĂК ăшăтса пынă май çурхи ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕ ака-сухана пикенчĕ, уйрăм çынсем çурт йĕри-таврашне, урамсене тирпейлеççĕ, пахча çимĕç акаççĕ, çав вăхăтрах симĕс ешĕл курăк шăтса тухиччен тавралăха çỹп-çапран тасатаççĕ, йывăçсене шуратаççĕ тата ытти те. Кирек мĕнле пулсан та ял çынни карантинра çеç хупăнса лараймасть, асăрханулăха пăхăнса чи кирлĕ ĕçсене пурнăçламах тивет.

Юлашки вăхăтра час-часах унта та кунта тĕтĕм йăсăрланнине, çавна май унăн ырă мар шăрши тавралăха сарăлнине туйма пулать. Хăш-пĕр чухне çынсем çỹп-çап çунтарса хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç районти пушар надзорĕн сотрудникĕсен Чăваш Ишекне тата Тутар Тимешне пушар автомашинипех тухса кайма тивнĕ. Ял çыннисем хăйсен явапсăрлăхне пула ăпăр-тапăра, çỹп-çапа тивертсе янă. Урамра вут-çулăм унталла та кунталла явăннă, тĕтĕм-сĕрĕм тухса тулнă. Паллах, çакăншăн кỹрши-арши кăмăлсăрланнă. Районти пушар надзорĕн инспекторĕ Андрей Симуков пĕлтернĕ тăрăх, çак граждансене РФ КоАПăн тавралăха варалассинчен сыхламалли саккуна пăхăнманшăн икшер пин тенкĕ штраф çырма тивнĕ.

Авангард



10 апреля 2020
10:37
2020 год
Поделиться