Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Дистанци мелĕпе пĕлỹ илеççĕ

Шкул ачисен çуркуннехи каникулĕ вĕçленчĕ. Çавах коронавирус чирĕ сарăласран асăрханса килтен тухса çỹреме хушмаççĕ. Апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа шкул ачисемпе студентсем вĕренĕве килте ларсах малалла тăсаççĕ. Лару-тăрура Интернет çыхăнăвĕ пулăшать. Учительсемпе преподавательсем те шкула каймасăрах ĕçе йĕркелесе пыраççĕ. Ку енĕпе ыйтусене уçăмлатма район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕпе И. Рубцовăпа сăмах пуçартăмăр.

- Ирина Петровна, чăн малтан Интернет хăвачĕ пирки пĕлес килет. Районти кашни ялах çитсе тăрать-и вăл?

- Пур çĕре те çитет. Вĕренекенсем дистанци мелĕпе Интернет ресурсĕсемпе анлă усă курса пĕлỹ илеççĕ. Занятисем расписанипе килĕшỹллĕн пулаççĕ. "Якласс", "Учи.ру", "Российская электронная школа", "Яшкола", школа Яндекс, "Решу ВПР" тата ытти платформăсемпе анлăн усă кураççĕ. Çыхăну япăхрах пулсан электрон журналĕ, "Вконтакте", WhatsApp, электрон почти социаллă сетьсем урлă тухма пулать.

- Пурте пĕлетпĕр, кашни вĕренекенĕн ăс-тăн аталанăвĕ тĕрлĕ шайра. Ăнланман самантсене шкулти пек алă çĕклесе ыйтма çук ĕнтĕ...

- Кун пек чухне те çухалса каймалла мар. Учительтен консультаци илме май пур. Вĕрентекенпе телефонпа çыхăнма пулать.

-Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе вĕренмелли условисем пурах. Интернетпа çыхăнтарнă компьютер, ноутбук, смартфон... Енчен те çемьере темиçе шкул ачи, вĕсен ĕç хатĕрĕ вара пĕрре çеç пулсан?

-Вĕрентекенсем ачасем пĕр вăхăтрах хушнă ĕçе пурнăçлайманнине шута илеççех. Çитĕнекен ăру учительпе кун вĕçлениччен тĕрлĕ вăхăтра çыхăнма пултарать.

- Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленесси мĕнле пырать?

- 9 тата 11 классене çỹрекенсем "Решу ЕГЭ", "Решу ОГЭ" тата ытти сайтсене кĕме пултараççĕ. Каллех вĕрентекенсенчен консультаци илме пулать.

- Вĕренỹ çине çăмăлттайла пăхакан ачасем пулмĕç-и?

- Кунта ашшĕ-амăшĕн те тимлĕхĕ кирлĕ. Ачисем занятинче пулни-пулманни çинчен куллен тĕрĕслесе тăмалла. Кĕçĕн çулхи ачасене электрон рессурсĕсемпе усă курма аслисен пулăшмалла.

- Шкулти уроксем дистанци урокĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Вăхăтпа. Дистанци урокĕсем кăштах кĕскерех пулаççĕ. Кашни урок хыççăн 10 минут тăхтав. Пушă вăхăтра конкурссемпе презентацисене хутшăнасси те унчченхи пекех пулса пырать. Ачасем хайлавсем çырччăр, ỹкерчĕксем туччăр, творчество проекчĕсенче хастар пулччăр.

- Хăçанччен пырать çакнашал вĕренỹ?

- Регионта коронавируспа лару-тăру лайăхланиччен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан ятарлă хушу кăлариччен. Ун хыççăн шкул ачисем пĕлỹ илме каллех вĕренỹ учрежденийĕсене чупĕç, парта хушшине ларĕç. Чи хакли, яланхи пекех, ачасен сывлăхĕ. Ăна упрассишĕн тăрăшмалла. Чир-чĕр пиртен аякра тăтăр. Дистанци мелĕпе пĕлỹ илес енĕпе вĕренекенсенчен те, ашшĕ амăшĕнчен те ăнланманлăхсем тĕл пулмарĕç. Пулас пулсан та вĕсене уçăмлатма тăрăшатпăрах.

Калаçăва А. АСТРАХАНЦЕВА йĕркеленĕ

Авангард



10 апреля 2020
10:51
Хроника
Поделиться